
Екатеринбургра 6 ача саунӑра шар курнӑ. Вӗсем Косой Брод ялӗнчи «Преображение» саунӑра ҫуралнӑ кун паллӑ тунӑ.
Саунӑна пынисем хлор шӑрши сӑмсана ҫурать тесе администрацие темиҫе хутчен те каланӑ иккен. Анчах лешсем ним те туман курӑнать. Каштахран ачасене япӑх пулса кайнӑ. 3 ҫултан пуҫласа 15 ҫулчченхи ултӑ ачана больницӑна илсе кайнӑ. Вӗсене тухтӑрсем пулӑшнӑ хыҫҫӑн ачасен сывлӑхӗ лайӑхланнӑ.
Пӑтӑрмах хыҫҫӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Асӑннӑ заведение прокуртура тӗрӗслет. Сӑмах май каласан, унта канма пыракансем хлор шӑрши пирки унччен те пӑшӑрханса пӗлтернӗ иккен. Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн пыр кӑтӑкланма тапранса кайни пирки вӗсем систернӗ.
Халӗ, ачасем шар курнӑ хыҫҫӑн, саунӑра ӗҫлекенсен явап тытмах тивет пулӗ.
